Чăваш чĕлхи эрни пынă май
5-мĕш класра вĕренекенсем «Илемлĕ чǎваш тĕрри» курав йĕркелерĕç: илемлĕ тĕрленĕ
ал-шǎллисем, тутǎрсем, масмаксем, хушпусем тыткӑна илчӗç. Мӗн тери çыпӑçуллӑ та
илемлӗ тӗрленӗ эрешсем! Петӗр Хусанкай каланинчен: «Чӑвашӑн çӗр пин юрӑ, çӗр
пин сӑвӑ, çӗр пин тӗрӗ». «Ылтӑн çÿпçерен» кӑларнӑ япаласем П. Хусанкай каланӑ
сӑмахсемпе килӗшсе тӑраççӗ. Ачасем кураври тӗрленӗ ал шӑллисем, тутӑрсем,
кĕпесем, саппунсем чӑваш хӗрарӑмӗ ӗçченлӗхӗпе, сӑпайлӑхӗпе палӑрнине асӑрхарӗç.