Тух-ха Ванюк урама,
Унта сана кетеççĕ.
Мишша, Анна, Хĕвекла
Вылямашкан чĕнеççĕ
Ҫак йĕркесенчен пуçланчĕ вǎйǎ
карти апрелĕн 19-мĕшĕнче чǎваш чĕлхи эрни ячĕпе иккĕмĕш тǎваттамĕш класра вĕренекенсен. Уява
Захарова С.П вĕрентекен йĕртсе пычĕ. Малтанах чǎвшсен йǎли-йĕрки
пирки каласа пачĕ: ĕлекххи пурнǎç çǎмǎл
пулман,ачасен те аслисемпе пĕрлех нумай ĕçлемелле пулнǎ. Юр кайнǎ-кайманах ачасем выльǎх- чĕрлех çитерме тухнǎ та çерем çинче тĕрле вǎйǎ вылянǎ.
Вĕрентекенсем ертсе пынипе чǎваш ачисен
« Вǎйǎ картине» йĕркелерĕç. Вǎййа «Ким, чечек» чĕнÿ сǎввинчен пуçларĕç.
«Атя, Ванюк, урама» юрǎ шǎранчĕ класра.Ачасем «Шǎрпǎкла», «Сад пахчи», «Ҫерем
ватса вир акрǎм» вǎйǎсене хавхаланса вылярĕç.
Атьǎр вǎййа пуçлар-и те,
Вǎй кĕввине калар-и!
Вǎйǎ кĕвви пĕр сумлǎх та,
Пирĕн вǎйǎ çĕр сумлăх.