Ака уйӑхĕн 18- мĕшĕнче 1,3 – мĕш класра вĕренекенсем, «Пирĕн пĕчĕк театр»
кружок членĕсем, чӑваш чĕлхи эрнинче хӑйсен пултарулӑхĕпе паллаштарчĕҫ. Петӗр Ялкир
ҫырнă « Наян Раман» сăвва
калăпларӗҫ, сцена ҫине кăларчӗҫ. Хӑйсене шанса панӑ рольсене ачасем хаваспах
йышăнчӗҫ, аван, тăрăшса, чуна парса
вылярӗҫ. Вӗсене пăхма питĕ кăмăллă та интереслĕ пулчĕ. Куракансем кӑмӑллӑ юлчĕҫ, тав
сӑмахĕ каларĕҫ.