Чăваш чĕлхи кунне халалланă уяв иртрĕ

Кам-ха кам, ҫак халăха пĕлет:

Вăл ҫĕр пин сăмахпала пуплет,

Ҫĕр пин юрă-ҫемĕ кĕвĕлет,

Ҫĕр пин тĕслĕ тĕрĕ вăл тĕрлет.

  Ака уйăхĕн 24 – мĕшĕнче 1 тата 3 мĕш класра  Чăваш чĕлхи кунне халалланă уяв иртрĕ. Ҫак уява чыслама ачасем илемлĕ чăваш тумĕсем тăхăнса çутă зала пуçтарăнчĕç. Пирĕншĕн чи хаклă, чи юратнă, чи çывăх чĕлхе – чăваш чĕлхи. Вĕрентекен ачасене чăваш писателĕсмпе паллаштарчĕ.Козлова И.А. презентации тăрăх И.Я.Яковлев  пурнаҫĕ, ĕҫе – хĕлĕ ҫинчен тишкерчĕ. Ачасем чăваш халăх юррисем итлерĕç,вăйă картине тăрса тĕрле вăйă вылярĕç.Чĕлĕхе халăх пурнăҫĕн тĕкĕрĕ кăна мар, ĕмĕр хушши пухăнса пынă пĕлӳлĕх ҫăл куҫĕ те. Ҫак ҫăл куҫĕнчен эпир мĕн ачаранах тумламăн-тумламăн вăй илсе ӳсетпĕр.