Чăваш чĕлхипе литератури эрнинче Мăн Чурашри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулăн библиотекинче чӑваш литератури урокĕ пулчĕ. Унта кĕнеке выставки ĕçлерĕ. Выставкӑра юлашки вăхатра чăвашла пичетленсе тухнă çĕнĕ кĕнекесемпе ачасем паллашма пултарчĕç.
Библиотекарь ачасене библиотека ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Кĕçĕн класра вĕренекен ачасем чăваш тата вырăс халăх юмахĕсем тăрăх тĕрлĕ ӱкерчĕксем туса тĕлĕнтерчĕç. Кашни ача юмаха хăйне майлă ăнланать, тĕрлĕ куçпа пăхать. Çавăнпа та ÿкерчĕкĕсем те тĕрлĕрен. Ку ĕçе ачасем хаваспах пурнăçларĕç.
4 – мĕш класс ачисем Александр Кӑлкан ҫырнӑ « Йытӑпа кушак» юмах тӑрӑх пĕчĕк сценка лартса пачĕҫ.И. Я. Яковлевӑн халапĕсене те вуларĕҫ.
Тăван чӗлхе вăйӗпе ачаран йӗркеленнӗ ăс-тăнпа тавракурăм нихăçан та çухалмасть. Чӗлхе – халăх культурипе хăйне евӗрлӗхне упраса пыракан хатӗр
— Тăван чӗлхене упраса хăварасчӗ, — çак сăмахсемпе вĕҫлерĕ чӑваш чĕлхипе литературине вĕрентекен. Тăван чĕлхепе мăнаçланас, ăна тĕпчес-упрас туйăма çĕклерĕ иртсе пыракан эрне. Апла пулсан, чĕлхемĕрĕн малашлăхĕ пур.