2 класри ачасем вǎйǎ картине йĕркелерĕҫ

     Чǎваш чĕлхи эрнинче Мǎн Чурашри вǎтам шкулти 2 класри ачасем  ака уйǎхĕн 21 –мĕшĕнче Дмитриева Л.А. вĕрентекен  ертсе пынипе чǎваш ачисен  вǎйǎ картине йĕркелерĕҫ. Вǎййа «Ким чечек» чĕнӳ сǎввинчен пуҫларĕҫ. «Атя, Ванюк, урама» юрǎ шǎранчĕ класра. Ачасем чǎваш ачисен  вǎййисене: «шǎрпǎкла», «сик,кĕтесле», «чушкǎлла»  хавхалансах вылярĕҫ.