Чӑваш чĕлхи эрни планĕпе килĕшуллĕн акан 20- мĕшĕнче Мӑн Чурашри вӑтам шкулта вĕренекенсем «И.Я. Яковлев – чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан» интернет викторинӑра 6-8 классенче вĕренекенсем йышлăн хутшăнчĕç, тĕрлĕ енлĕ ыйтусем çине хуравларĕç. Унти ыйтусем ачасем И.Я.Яковлев ҫинчен мĕнле шайра пĕлнине тĕрĕслеме май параççĕ. Пĕрре пăхсан ыйтусем йывăрах та мар пек, анчах та ачасем чылайччен шухăша кайса ларчĕç.
Викторина хыҫҫӑн калаҫу ирттертĕмĕр. Вӗренекенсем чăваш халăхне çутта кăларакан, çӗнӗ чăваш çырулăхне йӗркелесе яракан И.Я.Яковлевăн ӗçӗ-хӗлӗпе, чăваш халăхӗн йăли-йӗркипе тепĕр хут паллашрĕҫ, мĕн пĕлнине ҫирĕплетсе хӑварчĕҫ. Унтан тăван чӗлхе çинчен сăвăсем, юрăсем шăрантарчӗç, тӗрлӗ ыйтусем çине хуравларӗç, вӑйӑсем вылярĕҫ.