4-мĕш класра чӑваш ачисен «Вӑйӑ карти»

  Чӑваш чĕлхи эрни иртнĕ май феврал.н 21-мĕшĕнче Мӑн Чурашри вӑтам шкулĕнчи 4-мĕш класра чӑваш ачисен «Вӑйӑ карти» каҫĕ иртрĕ. Ачасем чӑваш тумĕпе малтан пĕр-пĕрне вӑййа чĕнчĕҫ. «Ким чечек, ким чечек» янӑрарĕ класра.  Унтан «Атя, Ванюк, урама» юрӑ-ташӑ композицийĕ пуҫланчĕ.  Ун хыҫҫӑн Дмитриева Людмила Александровна вĕрентекен ачасене авалхи вӑйӑсене вĕрентрĕ. 4-мĕш класс ачисем ĕлĕкхи чӑваш ачисен вӑййисене хаваспах вылярĕҫ.  Вӑйӑ-кулӑ сасси класра чылайччен янӑрарĕ.