Атьǎр вǎййа пуçлар-и?!

Атьǎр вǎййа пуçлар-и?!

Атьǎр вǎййа пуçлар-и те,

Вǎй кĕввине калар-и!

Вǎйǎ кĕвви пĕр сумлǎх та,

Пирĕн вǎйǎ çĕр сумлăх.

 

   Ҫак йĕркесенчен пуçланчĕ  вǎйǎ карти нарǎсан 20-мĕшĕнче чǎваш чĕлхи эрни ячĕпе пĕрремĕшпе виççĕмĕш класра вĕренекенсен.  Уява  Захарова С.П  вĕрентекен  йĕртсе пычĕ. Малтанах Светлана Петровна чǎвшсен йǎли-йĕрки пирки каласа пачĕ: ĕлекхи  пурнǎç çǎмǎл пулман,ачасен те аслисемпе пĕрлех нумай  ĕçлемелле пулнǎ.   Юр кайнǎ-кайманах  ачасем выльǎх- чĕрлех çитерме  тухнǎ та çерем çинче тĕрле  вǎйǎ вылянǎ.

Вĕрентекен ертсе пынипе  чǎваш ачисен  вǎйǎ картине йĕркелерĕç. Вǎййа  чĕнÿ сǎввинчен пуçларĕç. «Атя, Ванюк, урама» юрǎ шǎранчĕ класра .Ачасем «Шǎрпǎкла», «Сад пахчи», вǎйǎсене хавхаланса вылярĕç.  Уяв пурне те пите килĕшрĕ.