Атьǎр вǎййа пуçлар-и те,
Вǎй кĕввине калар-и!
Вǎйǎ кĕвви пĕр сумлǎх та,
Пирĕн вǎйǎ çĕр сумлăх.
Ҫак йĕркесенчен пуçланчĕ вǎйǎ карти ака уйǎхĕн 23-мĕшĕнче чǎваш чĕлхи эрни ячĕпе иккĕмĕш класра вĕренекенсен. Уява Захарова С.П вĕрентекен йĕртсе пычĕ. Малтанах ачасене чǎвшсен йǎли-йĕрки пирки каласа пачĕ: ĕлекххи пурнǎç çǎмǎл пулман,ачасен те аслисемпе пĕрлех нумай ĕçлемелле пулнǎ. Юр кайнǎ-кайманах ачасем выльǎх- чĕрлех çитерме тухнǎ та çерем çинче тĕрле вǎйǎ вылянǎ.
Вĕрентекен ертсе пынипе чǎваш ачисен « Вǎйǎ картине» йĕркелерĕç. Вǎййа «Сад пахчи» чĕнÿ сǎввинчен пуçларĕç. «Атя, Ванюк, урама» юрǎ шǎранчĕ класра. Ачасем «Шǎрпǎкла», «Кǎшманла », «Ҫерем ватса вир акрǎм», «Чушкǎлла» вǎйǎсене хавхаланса вылярĕç.