Мӑн Чурашри вӑтам шкулĕнчи 3-мĕш класра чӑваш ачисен «Вӑйӑ карти» каҫĕ иртрĕ

 

  Чӑваш чĕлхи эрни иртнĕ май апрелĕн 20-мĕшĕнче Мӑн Чурашри вӑтам шкулĕнчи 3-мĕш класра чӑваш ачисен «Вӑйӑ карти» каҫĕ иртрĕ. Ачасем чӑваш тумĕпе малтан пĕр-пĕрне вӑййа чĕнчĕҫ. «Ким чечек, ким чечек» янӑрарĕ класра.  Унтан «Атя, Ванюк, урама» юрӑ-ташӑ композицийĕ пуҫланчĕ.  Ун хыҫҫӑн Дмитриева Людмила Александровна вĕрентекен ачасене авалхи вӑйӑсене вĕрентрĕ. 3-мĕш класс ачисем ĕлĕкхи чӑваш ачисен вӑййисене хаваспах вылярĕҫ.  Вӑйӑ-кулӑ сасси класра чылайччен янӑрарĕ.

ФОТО