Тух-ха Ванюк урама,
Унта сана кетеççĕ.
Мишша, Анна, Хĕвекла
Вылямашкан чĕнеççĕ
Ҫак йĕркесенчен пуçланчĕ вǎйǎ карти апрелĕн 19-мĕшĕнче чǎваш чĕлхи эрни ячĕпе пĕрремĕшпе иккĕмĕш класра вĕренекенсен. Уява Дмитриева Л.А.тата Захарова С.П вĕрентекенсем йĕртсе пычĕç. Малтанах Людмила Александровна чǎвшсен йǎли-йĕрки пирки каласа пачĕ: ĕлекххи пурнǎç çǎмǎл пулман,ачасен те аслисемпе пĕрлех нумай ĕçлемелле пулнǎ. Юр кайнǎ-кайманах ачасем выльǎх- чĕрлех çитерме тухнǎ та çерем çинче тĕрле вǎйǎ вылянǎ.
Вĕрентекенсем ертсе пынипе чǎваш ачисен « Вǎйǎ картине» йĕркелерĕç. Вǎййа «Ким, чечек» чĕнÿ сǎввинчен пуçларĕç. «Атя, Ванюк, урама» юрǎ шǎранчĕ класра .Ачасем «Шǎрпǎкла», «Сад пахчи», «Ҫерем ватса вир акрǎм» вǎйǎсене хавхаланса вылярĕç.
Атьǎр вǎййа пуçлар-и те,
Вǎй кĕввине калар-и!
Вǎйǎ кĕвви пĕр сумлǎх та,
Пирĕн вǎйǎ çĕр сумлăх.