Сăвă вулакансен конкурсĕ

 

Петĕр Хусанкая –чăваш поэзийĕн улăпне -110 çул.П.П.Хусанкайăн çуралнă кунне палăртас тĕллевпе Мăн Чураш шкулĕнче вĕренекен ачасем (5-11 классем) поэзи уявне пухăнчĕç.Ачасем хăйсене килĕшнĕ сăвăсене чăваш кăмăлне палăртса,питĕ тăрăшуллăн пăхмасăр каласа пачĕç.

Малтан,ялти библиотекарь И.А.Козлова,П.П.Хузанкай пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки тунă презентаципе паллаштарчĕ.

Валентина Гордеева Петĕр Хусанкайăн «Йыхрав» сăввипе поэзи каçне пуçларĕ.Поэтăмăрăн тĕрлĕ вăхăтра çырнă сăввисем янăрарĕç.Антон Васильев «Малалла-ха пурнăç,малалла…»сăввипе уява вĕçлерĕ.

«Пултаруллă сăвă вулакан» ята çĕнсе илнисем:

Гордеева Валентина,Данилова Карина,Ефимова Анна,Гордеева Анастасия,Александрова Валентина,Лукина Анастасия,Васильев Антон.