Чăваш халăх поэчĕ П.П.Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа Мăн Чураш шкулĕнче 5-10-мĕш классем хушшинче сăвă çырассипе конкурс пулса иртрĕ. Вĕренекенсене ытларах анне сăнарĕ, çут çанталăк илемĕ, пахча ĕçĕсем интереслентереççĕ. Тĕслĕхрен, çĕнтерÿçĕсен сăввисене вуласа пăхма сĕнесшĕн.
(5 класс)
Илем кÿтĕр таврана
Пирĕн пахча хыçĕнче
Сарăлса ÿсет йăмра.
Манăн аттен пуçĕнче
Шухăш пур ăна касма.
Ӳкĕтлерĕм аттене:
-Ан кас эсĕ йăмрана!
-Маттур, ачам, теттене
Касмăп, итлĕп эп сана.
(7 класс)
Кайăксем вĕçеççĕ кăнтăра
Çитрĕ йывăр вăхăт
Пирĕн çĕр çине.
Юр хупларĕ хăвăрт
Симĕс тĕнчене.
Анчах пурăнасшăн
Кайăк-кĕшĕксем.
Ăшшалла каясшăн
Сивĕ çĕрĕнчен.
Вĕсем пит çиесшĕн,
Кунта çиме çук.
Телей çул сĕнесшĕн,
Кĕтеп тепĕр çул!
(5 класс)
Мулкача валли çурт
Ялпа çывăх вăрманта
Мулкач нумай пулмалла.
Шухăшларăм тăшмантан
Епле ăна çăлмалла?
Чупрăм кĕçех вăрмана
Мулкач валли çурт тума