Чăваш чĕлхи кунне халалланă уяв иртрĕ

Кам-ха кам, ҫак халăха пĕлет:

Вăл ҫĕр пин сăмахпала пуплет,

Ҫĕр пин юрă-ҫемĕ кĕвĕлет,

Ҫĕр пин тĕслĕ тĕрĕ вăл тĕрлет.

Ака уйăхĕн 25 – мĕшĕнче 4 меш класра  Чăваш чĕлхи кунне халалланă уяв иртрĕ Ҫак уява чыслама ачасем, илемлĕ те çутă зала пуçтарăнчĕç. Пирĕншĕн чи хаклă, чи юратнă, чи çывăх чĕлхе – чăваш чĕлхи. Вĕрентекенсем ачасене чăваш писателĕсмпе паллаштарчĕҫ.Козлова И.А. презентации тăрăх писательсен пурнаҫĕ, ĕҫе – хĕлĕ ҫинчен тишкерчĕ. Чĕлхе халăх пурнăҫĕн тĕкĕрĕ кăна мар, ĕмĕр хушши пухăнса пынă пĕлӳлĕх ҫăл куҫĕ те. Ҫак ҫăл куҫĕнчен эпир мĕн ачаранах тумламăн-тумламăн вăй илсе ӳсетпĕр.