Ӗç çынна илем кÿрет

«Ӗç çынна илем кÿрет» - тенĕ ваттисем. Чăнахах та çапла иккенне виçĕ ача амăшĕ  Т. А. Кочкова  4-9 классенче вĕренекенсем умĕнче «Асамлă çăм çиппи» мастер-класс йĕркелерĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ çăм çиппипе çут çанталăк пулăмĕсене,  йывăç-курăка, чечексене, чĕр чунсене ÿкерсе кăтартрĕ. Еçе тума мĕн-мĕн кирлине, мĕнле мелпе, мĕнле майпа ÿкермеллине каласа, туса кăтартрĕ. Куç умĕнчех тĕлĕнмелле асамлăх, юмах тĕнчи пулса тăчĕ. Татьяна Алексеевнăн алли ылтăн тейĕн. Аня Тимофеева пăхса ларса чăтăмлăх çитереймерĕ. Вăл та ÿкерсе пăхрĕ. Ыттисене те килĕшрĕ çак ĕç. Пурте пĕрле тав сăмахĕ каларăмăр.