Чăваш литератури урокĕнче 10-мĕш класра вĕренекенсем Д.Ю.Суслинăн «Димка ашшĕне шырать» социаллă повеçĕ тăрăх диспут ирттерчĕç.

 

Пурнăçри тĕрĕс марлăхпа кĕрешме пулать-и?

    Çакăн пек шухăш çуралчĕ Д.Ю. Суслинăн «Димка ашшĕне шырать» социаллă повеçне вуланă май. Хам сисмесĕрех темиçе хутчен те куççулленсе илтĕм. Хумхануллă самантсем чылай кĕнекере. Шкулти литература  программине кĕртсе мĕн пур ача патне çитересчĕ çакăнти шухăшсене.

     Повеçри тĕп шухăш – аслисемпе ачасен хутшăнăвĕ. Нумай çемьере ашшĕ-амăшсем  айăпа кĕнĕ  ачасем çине алă çĕклеççĕ. Хăш-пĕрисем  çакна кÿренÿсĕр йышăнаççĕ, теприсем хирĕçĕве кĕреççĕ, виççĕмĕшсем вена татаççĕ. Димка ун пек мар.  Вĕренÿри «иккĕ» паллă çын пахалăхне палăртманнине чухлать вăл, çавăнпа та уншăнах  чыслăха таптанишĕн пăшăрханать.  Çав вăхăтрах аслисем усал тăвас тесе мар, юратса айăпланине те ăнланать вăл. Пире ырă тăвас тесе тарăхаççĕ-çке вĕсем. Кĕнекери ыталашса ларнă ÿкерчĕк те çавнах кăтартать. Акă мĕн калать Димка амăшне хĕрхенсе: «Мĕншĕн-ха пирĕншĕн сан кăна тăрăшмалла? Ачисене пăрахнă та – пурăнать. Эсĕ икĕ çыншăн ĕçлетĕн. Ир пуçласа çĕрлеччен. Кун пек тĕрĕс-и?» Пурнăçра тĕрĕс марлăх нумай. Димка чылайăшне ăнланать. Кĕрешÿ мелне те суйласа илет – ача-пăча прависене вĕренет. Амăшĕпе кĕрешме мар, пурнăçри тĕрĕс марлăхпа кĕрешме хатĕрлет хăйне Димка. Ăçта тĕрĕс марлăхпа тĕл пулать – кирлĕ статьяна илсе те парать. Сăмахран, троллейбусра тăрлавсăр хĕр арăма вырăна лартать. Аслашшĕпе асламăшне шухăша ярать, ашшĕн ăнлавне хускатать.

     Димкăпа Лешка туслăхĕ Л.П.Родина çырнă «Аппăшпе йăмăкĕ» калаври ĕç-хĕле аса илтерчĕ. Аппăшĕпе йăмăкĕ пасартан йывăр арпуса çеткăпа йăтса таврăннă. Аппăшĕ, йăмăкне çăмăлтарах пултăрччĕ тесе, çеткине çÿлерех йăтнă. Йăмăкĕ, çакна асăрханă та, вăл та çÿлерех йăтма тăрăшнă. Димкăпа Лешка та, пĕр-пĕрин пурнăçне çăмăллатас тесе, çăварти чăмлака пама та хатĕр. Пулăшасси вара – вĕсен юнĕнче.

    Димка «иккĕ» илнишĕн хăйĕн айăпне туять, ăна тÿрлетме каникулĕпех çине тăрса вырăс чĕлхи вĕренет. Димка пиçиххипе хĕртнĕ чух та пачах сас кăлармасть. Амăшĕ йĕнине курсан çеç ĕсĕклеме пуçлать. Çын çине алă çĕклесси ку çемьере пĕрремĕш тата юлашки хут пулса иртнине пĕлсех тăратпăр. Тĕрĕссипе, ман шутпа, Димкăн чĕрĕкшĕн вырăс чĕлхипе  тухнă «иккипе» амăшĕн пиçиххийĕ повеçри ĕçсене аталантарма çеç кирлĕ. Ниепле те пуçа шăнăçмаççĕ çак пулăмсем повеç аталанăвĕпе. Димка пек пултаруллă та тавçăруллă, ăнлануллă та тăрăшуллă ачасем вĕренÿре малта пыма тивĕç. Эпĕ унра пĕр çитменлĕх те курмарăм. Лайăх енĕсене вара каласа та пĕтереймĕн: ÿкерме те ăста, баянпа выляççĕ, тĕрĕслĕхшĕн тăрăшаççĕ.  Туслă çемьере килĕшÿ хуçаланать. Сивĕ сăмах каласси асра та çук.  Амăшĕпе ывăлĕсен хушшинчи ăнланулăх тата юрату мана тыткăнларĕ. Коржиксем ÿссен çитсе амăшĕ вĕсемшĕн тунă ырлăха ăнланĕç, ăнсăртран пиçиххи çинине те каçарĕç. Хальлĕхе вара Димка мĕн пур ачана хÿтĕлесшĕн, усалпа ырă чиккине тупасшăн. Ашшĕсĕр икĕ ывăла тĕрĕс тĕкел çитĕнтерме, паллах, çăмăл мар. Анчах  Коржиксен амăшĕ йывăрлăхсенчен хăрамасть, ачасене тивĕç воспитани парса ырă çынсем хатĕрлет.

   Димкăпа Лешка хăйсене калăплани те чуна тыткăнларĕ. Спортпа туслă вĕсем, ÿнер шкулне  çÿреме те вăхăт тупаççĕ. Библиотекăран тухма пĕлмеççĕ.  Хĕр ачасене епле килĕшесси, тирпейлĕ тăхăнма тăрăшни, çÿç-пуçа килĕшÿллĕ кастарасси, харпăр хăйне сĕтел хушшинче еплерех тытасси, аслисемпе мĕнле калаçасси, мĕнле алă тытмалла – тем çинчен те шыраççĕ вĕсем энциклопедисенче. Пирĕн те тупса вуласчĕ ăна. Коржиксем пур енлĕн аталанма тăрăшнине пирĕн пурин те ырă тĕслĕх вырăнне хумалла.   «Виççĕпе» тÿрлетет вырăс чĕлхине, тепĕр самантран «тăваттă» çине те куçĕ-ха. Димка пек çирĕп тĕллевлĕ ачасем пурнăçра та ăнăçу тăвĕç.

    Пирĕн саманари тепĕр анлă сарăлнă пулăм – тулли мар çемьесем. Тĕрлĕ сăлтавсене пула йĕркеллĕ çемьесемех арканаççĕ. Коржиксен ашшĕ çемье телейне эрех-сăрапа улаштарнă. Ашшĕ-амăшĕн  хутшăнăвĕсене çĕнĕрен йĕркелесе ярасшăн Димка. Ăнланать вăл: амăшне те йывăр, ашшĕ те эрех чирĕпе пĕтме пултарать. Аслисен хушшинчи пур пăтăрмаха пĕлсех çитеймест-ха. Çитĕнсен ăнланĕ. Анчах ашшĕ айăпĕ куç кĕретех. Димка хастарлăхĕ çемьене пĕр тĕвве пĕтĕçтерме  пултарасса та шанас килет. Повесть чунра ырă шанăç çуратать. Тен, Димкăн ырă тĕслĕхĕ ытти ачасене те çаврăнăçуллăрах пулма хистĕ. Нумай ыррине илме пулать çак повеçрен. Ача-пăча аталанăвĕн энциклопедийĕ тесе калама та пулать çак кĕнекене.