Иван Яковлевич тăван халăхăн ывăлĕ-хĕрĕсене чĕнсе калани, унăн халалĕ паянхи кун та питĕ актуаллă

Вăтам шкултан вĕренсе тухакан çамрăксемшĕн И.Я.Яковлев тăван халăх валли çырса хăварнă Халала тепĕр хут тишкерсе тухни çав тери вырăнлă тесе шутларĕç 11-мĕш класра вĕренекенсем те, вĕрентекенсем те. Иван Яковлевич тăван халăхăн ывăлĕ-хĕрĕсене чĕнсе калани, унăн халалĕ паянхи кун та питĕ актуаллă. Улăп-вĕрентекен çемье, ĕçпе телей пирки каланă сăмахĕсем пурнăçăн аслă çулĕ çине тухакан çамрăксемшĕн усăллă пулĕç.