Мǎн Чурашри вǎтам шкулта 1-мӗш класра чǎваш ачисен «Вǎйǎ карти» каҫӗ иртрӗ

Чǎваш чӗлхи эрни иртнӗ май Мǎн Чурашри вǎтам шкулта 1-мӗш класра чǎваш ачисен «Вǎйǎ карти» каҫӗ иртрӗ. Ачасем чǎваш тумӗпе малтан пӗр-пӗрне вǎййа чӗнчӗҫ. «Ким чечек, ким чечек» янǎрарӗ класра.  Унтан «Атя, Ванюк, урама» юрǎ-ташǎ композицийӗ пуҫланчӗ.  Ун хыҫҫǎн Людмила Александровна вӗрентекен ачасене ӗлӗкхи вǎйǎсене вӗрентрӗ.  1-мӗш класс ачисем ӗлӗкхи чǎваш ачисен вǎййисене хаваспах вылярӗҫ.  Вǎйǎ- кулǎ сасси чылайччен янǎрарӗ класра.