Ӗç çыннин çулталăкне палăртнă май «Ӱссен эпĕ кам пулатăп?» темăпа сочинении çырчĕç

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче  5-6 мĕш классенче вĕренекен ачасем  Ӗç çыннин çулталăкне  палăртнă май «Ӱссен эпĕ кам пулатăп?»  темăпа сочинении çырчĕç.  Ӗçсемпе паллашнă хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетÿ тума пулать. Ачасем тухтăр, дизайнер, учитель, машинист, тракторист, лётчик пулма ĕмĕтленеççĕ.

«Ӱссен эпĕ салтак пулăп,  хамăн ват асатте пек  Тăван çĕр-шыва  тăшмансенчен хÿтĕлĕп. Салтак вăл çĕр-шыв чиккине сыхлать, мирлĕ пурнăç  пултăр тесе тăрăшать.  Вăл питĕ кирлĕ ĕç. Салтак пулмасан пирĕн çĕр-шывран нимĕн те юлмĕ. Ҫавăнпа та çар çыннисен ĕç укçи те пысăк,вĕсене хваттер те параççĕ.  Анчах çар çынни пулмашкăн питĕ хытă тăрăшмалла. Салтака вăйсăр, чирлĕ, каччăсене илмеççĕ. Салтак пулас тесен ăслă, вайлă, çирĕп сывлăхлă, чул пек çирĕп пулмалла. Ҫавăнпа та салтак пулма ачаранах хатĕрленмелле», тесе çырать  Алёша Петухов.

«Манăн дизайнер ĕçне суйласа илес килет,  хам тунă япаласен выставкине йĕркелес килет. Тата манăн шкул валлети пукансем тăвасчĕ. Шкулти пукансем аван, анчах вĕсем сивĕ пукансем. Манăн вĕсене тата лайăхрах, хитререх, илемлĕрех, ăшăрах тăвас килет.  Ман шутпа, манран питĕ лайăх дизайнер пулĕ», -тет Анастасия Гордеева.